| 8948 | Тутарӑн тунасси те инҫе мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8949 | Тутарӑн тутӑхмасть, вырӑсӑн вышӑхмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8950 | Тутарӑн хӑйӗнчен малтан ӑсӗ виҫӗ ҫухрӑмран пырать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8951 | Тутарӑн чӗлхи те, хӗҫӗ те касать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8952 | Тутарӑн чунӗ те чуллӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8954 | Тутарпа мишере ҫуртна та ан кӳрт. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8955 | Тутарсен шариачӗ шар кӑтартма чармасть тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8956 | Тутарсен ыр ӗҫ тусан ыйхи вӗҫет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8957 | Тутартан тар, вырӑспа вӑрҫ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8958 | Тутартан тутар ҫуралать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8959 | Хирӗҫ пулнӑ лава ҫул паманни — тутар мешехи. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8960 | Хура чикан хур пулман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8961 | Хура чиканран ут ан ил, тӑлӑх арӑмран хӗр ан ил. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8962 | Хуранта пулсан хура вырӑс та хурӑнташ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8990 | Чӑваш — картара, ҫармӑсӗ — сухара. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 9081 | Чӑваш — ыраш хӑмӑлӗ, тутар — тулӑ хӑмӑлӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8963 | Чӑваш алли те чӑлах мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8964 | Чӑваш алпа ал тытмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8965 | Чӑваш алпа тытса пӑхмасӑр ӗненмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8966 | Чӑваш апачӗ ялан пӗр тӗрлӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8967 | Чӑваш арӑмӗ ҫав тери ӗҫчен. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8968 | Чӑваш ачи авланиччен авӑн ҫапма вӗренет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8969 | Чӑваш ачи мӗн пӗчӗкренех хӑй тӗллӗн ӳсет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8970 | Чӑваш ачин хӑрах ури сӑпкара, хӑрах ури акара. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8971 | Чӑваш ачине кайран ватать тет, тутар малтан ватса ӑс парать тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8972 | Чӑваш ӑрӑмӑҫа кӑмӑллӑ ӑсатать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8973 | Чӑваш ӑсӗ каҫпа ӑнӑҫать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8974 | Чӑваш ӑсӗ хӑйӗнчен виҫ ҫухрӑм малтан ҫӳрет тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8975 | Чӑваш ӑсӗ чӑптана та шӑнӑҫмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8976 | Чӑваш ӑш каниччен ҫиет, чун каниччен ӗҫлет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8977 | Чӑваш вӑл ялта ял пек пулас тет, ҫынпа ҫын пек пулас тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8978 | Чӑваш вӗренсе пысӑк ҫынна тухсассӑн мӑнкӑмӑлланать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8979 | Чӑваш вырӑс мар, тытса пӑхмасӑр ӗненмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8981 | Чӑваш вырӑспа чух аптраман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8982 | Чӑваш екки час тупӑнмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8983 | Чӑваш ӗмӗрне хӗвелтен мала вӑранать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8984 | Чӑваш ӗҫчен тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8985 | Чӑваш ӗҫченлӗхне тӗнче пӗлет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8986 | Чӑваш йӑваш тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8987 | Чӑваш йӑвашлӑхӗ тӳсӗм тӗвви салтӑниччен. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8989 | Чӑваш кайран шухӑшлать тет, тутар малтан шухӑшлать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8988 | Чӑваш кайран шухӑшлать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8991 | Чӑваш каҫӑрӑлса утма хӑнӑхман. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8992 | Чӑваш кача пӳрни кӑтартсан та кулать тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8993 | Чӑваш кӗнекине ӗне ҫинӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8994 | Чӑваш куҫпа курнипе ҫеҫ тытса пӑхмасӑр ӗненмест тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8995 | Чӑваш кучченеҫӗ — ҫуллӑ шӑрттан. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8996 | Чӑваш лаша илме вӑй ҫитерет, сурӑх илме вӑй ҫитереймест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8997 | Чӑваш лашине темрен те мала хурать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8998 | Чӑваш малалла тапаҫланать, чӑххи каялла чакалать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |